МБУ "Управление экологии города Чебоксары"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Видеоновости » Шупашкарта экологи уйӑхлӑхӗ вӑй илсе пырать

16 апреля 2019 г.

Шупашкарта экологи уйӑхлӑхӗ пуҫланчӗ. Иртнӗ шӑматкун депутатсем, студентсем, обществӑлла организацисен хастарӗсем субботнике тухрӗҫ. Пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те ырӑ ӗҫе хутшӑнчӗ. 

Екатерина Фомина, Елена Михайлова, Екатерина Янгалакова 

Юр ирӗлнӗ май хӗл каҫипе пухӑннӑ ӑпӑр-тапӑр ҫиеле тухса пырать. Ҫавна май тирпей-илем кӗртес вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫакна халӑхпа туса ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Хальхинче те скверсемпе парксене, урамсене тасатма ҫынсем йышлӑн тухрӗҫ. Галина Волкова субботнике кашни ҫулах хутшӑнать. Хамӑр пурӑнакан, иртсе ҫӳрекен вырӑнсене тирпейлесси - кашнин тивӗҫӗ, - тет вӑл. 

Депутатсем, администрацире ӗҫлекенсем те хастар пулчӗҫ. "Ҫӗнтерӳ" асӑну комслексне йӗркене кӗртрӗҫ вӗсем. Хӗл хыҫҫӑн кунта тасатмалли пайтах. Ӑпӑр-тапӑра, типӗ ҫулҫӑна михӗсене тултарчӗҫ. Ирӗлсе пӗтеймен юр куписене салатрӗҫ. Таса, илемлӗ ҫӗрте халӗ уҫӑлса ҫӳреме те кӑмӑллӑ. 

Экологи уйӑхлӑхне хула ҫыннисем хастар хутшӑнасса шанаҫҫӗ администрацире. Пӗр ҫын сурать - типсе пырать, халӑх сурать - кӳлӗ пулать тесе ахальтен каламан. Шупашкар тирпейлӗ те илемлӗ пултӑр тесе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсем те ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Ал айӗнче тӗрлӗ техника пурри пысӑк пулӑшу. Ҫакна Хӗрлӗ Тӳреме пухӑннисем те пахалама пултарчӗҫ. Субботник пуҫланнӑ ятпа кунта хӑйне евӗр курав иртрӗ. Тавралӑха тирпей-илем кӗртес акци ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗччен пырӗ. Ҫак тапхӑрта хулара 110 йывӑҫ тата пин тӗм лартма палӑртнӑ.
Источник:http://chgtrk.ru/news/22766

Шупашкарта экологи уйӑхлӑхӗ вӑй илсе пырать
Мой МирВКонтактеОдноклассники

Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика